Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Чӑваш Совет Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан декларацийӗн проекчӗ

проект

Чӑваш Совет Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан деклараци

Чӑваш халӑхӗ,

— X ӗмӗртен пуҫласа ХIII ӗмӗр пуҫламӑшӗччен никама пӑхӑнман Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пулнӑскер,

— ун хыҫҫӑн ҫичӗ ҫӗрҫуллӑх тӑршшӗнче, хӑйӗн патшалӑх тытӑмне ҫухатнӑ пулин те, пурнӑҫри хайнеевӗрлӗхне, хӑйӗн чӗлхине, тӗнчекурӑмне тата наци культурмне сыхласа хӑварнӑскер,

— XIX ӗмӗрте наци пулса йӗркеленнӗскер,

— хайӗн шӑпине хӑй тӗллӗн палӑртмалли правапа усӑ курса 1920 ҫулта наци совет патшалӑх тытӑмне туса хунӑ.

Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗ:

— Чӑвашъен халӑхӗн кӑмӑлӗпе интересӗсене палӑртса,

— республикӑн политикӑри, экономикӑри тата культурӑри хӑйтӗллӗнлӗхӗ ҫеҫ ӑна совет федерацийӗн субъекчӗн прависемпе тата полномочийӗсемпе усӑ курма тивӗҫлӗ майсем туса панине тӗпе хурса,

— чӑваш нацийӗн шӑпишӗн яваплӑха ӑнланса,

— ҫын прависен Пӗтӗмӗшле Декларацийӗн принципӗсемпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан мӗнпур национальноҫсен прависемпе тӗп ирӗклӗхӗсене хисепленине ҫирӗплетсе парса,

— Российӑпа ССР Союзӗнчи мӗнпур халӑхсен суверенлӑ прависене хисеплесе,

— тӗнчери экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ тата культура тӗлӗшӗнчи правасем ҫинчен калакан пакт, Тӗнчери граждан прависемпе политика прависем ҫинчен калакан пакт, Европӑри ҫӗршывсен хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ирттернӗ канашлӑвӗ (СБСЕ) Юлашкинчен йышӑннӑ акт, аталанмалли право ҫинчен калакан Деклараци, Европӑри ҫӗршывсен хӑрушсӑрлӑх енӗпе ирттернӗ канашлӑвне хутшӑннӑ государствӑсен представителӗсен Венӑри тӗлпулавӗнче йышӑннӑ Пӗтӗмлетӳллӗ документ принципӗсене тата тӗнчери ҫӗршывсем йышӑннӑ ҫак документсенчен тухса тӑракан правӑна — «мӗнпур халӑхсен тулли ирӗклӗх условийӗсенче кирек хӑҫан та хӑйсен шалти тата тулашри политика статусне тулашӗнчен хутшӑнмасӑр палӑртмалли правине» — шута илсе,

— автономиллӗ республика статусӗ Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан мӗнпур халӑхсен экономика, политика тата культура потенциалне тулли уҫса кӑтартма май паманнине шута илсе тата чӑваш халӑхӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлме ӑнтӑлнине палӑртса,

— Чӑваш ҫӗршывӗн политика статусне Чӑваш Совет Республики тесе палӑртать тата Чӑваш Совет Республикин (ЧСР) патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен пӗлтерет.

1. Чӑваш Совет Республики — суверенлӑ совет патшалӑхӗ, вӑл чӑваш халӑхӗн тата Чӑваш ҫӗршывӗн территорийӗнче пурӑнакан национальноҫсен пӗртен-пӗр наци-патшалӑх пӗрлешӗвӗ пулса тӑрать.

2. Чӑваш Совет Республики совет федерацийӗн тулли праваллӑ субъекчӗ пулса тӑрать тата хӑйӗн территорийӗнче, хӑй ирӗкӗпе, договорсемпе килӗшӳллӗн, Российӑпа ССР Союзне панӑ тата вӗсемпе пӗрле усӑ куракан полномочисемсӗр пуҫне, патшалӑх влаҫӗпӗ пур енлӗн тата туллин усӑ курать.

Чӑваш Совет Республикин территорийӗнче Чӑваш Совет Республикин Конституцийӗпе законӗсем пуринчен те аслӑрах пулса тӑраҫҫӗ. Российӑпа ССР Союзӗн законӗсем Чӑваш ҫӗршывӗн территорийӗнче вӗсене Чӑваш Совет Республикин патшалӑх влаҫӗн чи аслӑ органӗ ратификациленӗ хыҫҫӑн тин вӑя кӗме пултараҫҫӗ; Российӑпа Союзӑн Чӑваш Совет Республикин суверенлӑ прависемпе хирӗҫӗве кӗрекен акчӗсемпе Чӑваш Совет Республикин территорийӗнче усӑ курма чараҫҫӗ.

Чӑваш Совет Республики совет федерацийӗн мӗнпур субъекчӗсен суверенлӑ прависене тӗрӗс тесе йышӑнать.

3. Чӑваш Совет Республикин патшалӑх суверенитетне чӑваш нацийӗн хӑй шӑпине хӑй тӗллӗн палӑртмалли никам хирӗҫлейми правипе тата пӗтӗм этемлӗхӗн чи пысӑк пахалӑхӗсемпе килӗшӳллӗн туса хураҫҫӗ.

4. Суверенлӑ патшалӑх влаҫне Чӑваш ҫӗршывӗн халӑхӗ тытса тӑрать. Халӑх хӑйӗн суверенлӑ полномочийӗсене законсем кӑлармалли пуҫарулӑх ҫулӗ урлӑ, демократи майӗпе суйланӑ депутатсемпе вӗсем йышӑннӑ закон акчӗсем урлӑ, депутатсене каялла чӗнсе илмелли правапа референдум урлӑ пурнӑҫа кӗртсе пырать.
Пӗтӗм халӑх ячӗпе ӗҫлеме Чӑваш Совет Республикин Верховнӑй Совечӗн ҫеҫ право пур.

Законсем кӑлармалли влаҫа, вӗсене пурнӑҫламалли влаҫа, суд влаҫне пӗр-пӗринчен уйӑрни право патшалӑхӗн Чӑваш Совет Республикин никӗсре тӑракан принципӗ пулса тӑрать.

5. Чӑваш Совет Республикин гражданӗсем Российӑпа Союз гражданлӑхне сыхласа хӑвараҫҫӗ. Чӑваш ҫӗршывӗн гражданлӑхне памалли тата туртса илмелли йӗркене Чӑваш Совет Республикин Верховнӑй Совечӗ палӑртать.

6. Чӑваш Совет Республикинче чӑваш чӗлхин патшалӑх статусне туса хураҫҫӗ, вырӑс чӗлхине вара ССР Союзӗн официаллӑ чӗлхи вырӑнне йышӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Совет Республики чӑваш нацийӗн, ытти национальноҫсен культурипе ӑс-хакӑлне ирӗклӗн аталантарма гаранти туса хурать, наци йӑли-йӗркипе истори символикине сыхласа хӑварма май парать.

7. Чӑваш Совет Республикин хӑйӗн наци-патшалӑх гербӗ, ялавӗпе гимнӗ пур.

8. Ҫӗр тата ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсем, шывсем, сывлӑш уҫлӑхӗ, вӑрмансем, ӳсентӑранпа чӗрчун тӗнчи, ҫутҫанталӑкӑн ытти ресурсӗсем пӗртен-пӗр Чӑваш ҫӗршывӗнчи халӑхӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Чӑваш Совет Республики ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе усӑ курассине хӑй тӗллӗн йӗркелесе пырать, республика гражданӗсене экологи тӗлӗшӗнчи хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерет тата истори тӗлӗшӗнчен йӗркеленнӗ культурӑпа ландшафт тӑрӑхне упраса хӑварма пулӑшать.

9. Чӑваш Совет Республикин территорине халӑх ирӗк памасӑр улӑштарма пулмасть, ҫакна референдум урлӑ палӑртаҫҫӗ.

Чӑваш халӑхӗн тӗп этника территорийӗ республика чиккисемпе шайлашӑнса тӑманнине шута илсе, Чӑваш Совет Республикин тулашӗнче Российӑра е ытти республикӑсенче пурӑнакан чӑваш ҫыннисен этникӑпа культура прависене хӳтӗлемешкӗн Чӑваш Совет Республикин патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсем чӑваш диаспорин наци-культура автономине аталантарма пулӑшаҫҫӗ.

10. Чӑваш Совет Республикин патшалӑх суверенитечӗн экономика гарантийӗсене Чӑваш ҫӗршывӗн халӑхӗ ҫеҫ влаҫпа управлени органӗсен пурлӑхӗпе, республикӑн культурӑпа истори пуянлӑхӗсемпе, республика бюджечӗн укҫи-тенкипе, наци тата республика банкӗсемпе, страхованипе резерв фончӗсемпе тата ытти фондсемпе, предприятисемпе тата пӗрлешӳсемпе, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе, социаллӑ пурнӑҫпа культура сферин объекчӗсемпе тата хӑйсен ирӗкӗпе Россия е Союз харпӑрлӑхне паман ытти йышши пуянлӑхпа, налук хумалли хӑй тӗллӗнлӗ системӑпа хуҫаланмалли, усӑ курмалли тата йӗркелесе тӑмалли право урлӑ реализацилет.

Российӑна тата Союза пӑхӑнса тӑракан предприятисем тӗлӗшпе Чӑваш Совет Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем тупӑшран памалли уйрӑм йӗрке тата налук тӳлеттермелли уйрӑм система палӑртаҫҫӗ.

Чӑваш Совет Республики совет федерацийӗн субъекчӗсемпе тытакан экономика хутшӑнӑвӗсемпе ытти хутшӑнусене хӑй тӗллӗн палӑртать, Российӑра тата ССР Союзӗнче хӑйӗн полномочиллӗ представительствисене тытать.

11. Чӑваш Совет Республики тулашри экономика ӗҫӗ-хӗлне хӑй тӗллӗн туса пырать, чикӗ леш енчи патшалӑхсемпе экономикӑпа культура тӗлӗшӗнчен тӳрӗ ҫыхӑнусем йӗркелет, хайӗн валюта фондне туса хурать. Чӑваш Совет Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ мӗнпур предприятисемпе организацисене, вӗсем хӑш ведомствӑна пӑхӑнса тӑнине пӑхмасӑр, тулашри экономика ӗҫӗ-хӗлне туса пымашкӑн Чӑваш Совет Республикин патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсем ҫеҫ ирӗк параҫҫӗ.

12. Ҫак Деклараци принципӗсене Чӑваш Совет Республикин ҫӗнӗ Конституцине (Тӗп Законне) тата, законӗсене хатӗрлесе йышӑннӑ чухне, Российӑпа тата ССР Союзӗпе килӗшӳсем тунӑ чухне реализацилеҫҫӗ.

Проекта Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Культура, чӗлхе аталанӑвӗ тата нацисен хушшинчи хутшӑнусем енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссийӗнче хатӗрленӗ, унӑн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ тата пӗр саслӑн йышӑннӑ.

Деклараци проекчӗ пирки сӗнӳсемпе асӑрхаттарусене яланхи комиссине ҫак адреспа ярса пама ыйтатпӑр: Шупашкар хули, Советсен ҫурчӗ, 429 пӳлӗм, тел. 22-01-59.

«Коммунизм ялавӗ», 1990, 08, 22.


 
Категорисем: Ҫӗнӗ вӑхӑт историйӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-08-29 19:12:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2134 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем